Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Шуçăм (д. Тоскаево) - Кайрăм эпĕ кӳлĕ хĕрне | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Кайрăм эпĕ кӳль хĕрне
Шывĕ тарăн пулнăран.
Килтĕм, килтĕм тăван патне,
Хам юратнă тăван патне
Чунăм ытла савнăран.

Вăрман хĕрне ма каяс
Ҫĕр çырлийĕ пулмасан.
Ман çакăнта ма-а килес
Сирĕн пата ма-а килес
Савнă тăван пулмасан.

Сĕтель çинчи хуплуне
Ҫисе пăхас ман килет.
Тăвансене курсасăн,
Ҫавра сăмах хушсасăн
Чунри кăмăл çĕкленет.

Сĕтель хушшине ларар-и,
Пыл сăрине ĕçер-и.
Айтĕр пĕрле юрлар-и,
Айтĕр пĕрле савнар-и,
Ĕмĕр пĕрле пурнар-и.

Ай-йар, ай-йар ай-ай-йа,
Ай-йар, ай-йар ай-йа-йа,
Ĕмĕр пĕрле пурнар-и.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-