Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

ФАРИДА ФАЙЗУЛЛИНА - Ман килес + | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Ман килес

Васкаса утатăп эп уй тăрăх,
Таврăнатăп савнă ялăма.
Килĕм ăшшинче пулманшăн тăтăш
Айăплă туятăп халь хама.

Припев:

Таврана сăнатăп та эп , акă ,
Ытарми хитре тăван кĕтес.
Укăлча умне чĕнет сукмакăм.
Сывă-и , ял-йышăм, ман килес!

Çул ик айккипе çил вĕрнĕ майăн
Хумханать, сар тинĕс пек, ыраш.
Симĕс айлăмра çĕре пуç тайнăн
Йăмрасем кашлаççĕ каш! та каш!

Припев.

Тÿпере тăри юрлать илемлĕн,
Ыр сунса мана вăл саламлать.
Унăн сассине итленĕçемĕн
Чунăмра çĕн кĕвĕ çырăнать.

Припев.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 4
Видео
  • Фарида Файзуллина Фарида Файзуллина
    клип по песне "Ман килес". ... певица Фарида Файзуллина поет песню "Ман Килес". Эти слова "ман килес" очень древние сл...
  • " Мана эс кирлĕ яланах " Фарида Файзуллина юрлать " Мана эс кирлĕ яланах " Фарида Файзуллина юрлать
    "Мана эс кирлĕ яланах..."слова:В.Самойлова(Раштав),музыка:Фариды. ... YouTube канал «Чувашские песни» — это новый ...
  • Фарида Файзуллина Ж,ыр булып узасын, HD Фарида Файзуллина Ж,ыр булып узасын, HD
    Фарида Файзуллина Ж,ыр булып узасын, HD .... Бобылькасы Ядринский р-н Чувашия, Фарида Файзуллина "Ман килес" - Duration: 2:27.