Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Тарай - Яраплан (чуваш) | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Юрий Айдаша

Каçа юлнă яраплан пек,

Каçа юлнă яраплан пек

Вĕçрĕн-вĕçрĕн те — ăçта

Ларса канăн-ши, ăста?



Çĕр выртма та хӳтлĕх çук-им,

Лăш курма та канлĕх çук-им, —

Пĕлĕте эс ункăлан

Ларма вырăн çуккăран.



Йышăнса пĕтернĕ мар-и,

Йышăнса пĕтернĕ мар-и

Ирĕкленнĕ вырăна, —

Юлнă эс, кĕтмен хăна.



Çĕннисем унта хуçа халь.

Юттисем унта хуçа халь:

Йышăнмаççĕ ассине,

Тӳперен анассине.



Уçлăхпа тăванлансан та,

Ирĕкпе юмартлансан та,

Хăтлăх кирлĕ-мĕн чуна,

Пĕчĕк çеç яраплана.



Каçа юлнă ярапланăм,

Каçа юлнă ярапланăм,

Çаврăнатăн, çаврăнан —

Кампала сыв пуллашан?..


Другие названия этого текста
  • Тарай - Яраплан (чуваш) (1)
  • Тарай - Яраплан (чувашская) (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-