Тĕнчере пике нумай (сл.-Валерий Раштав, муз.-Сергей Марков)
Pesni.guru - сайт для Гуру
Валерий Раштав сăвви Сергей марков кĕвви
Кунсерен эп сан патна Шăрçалатăп эсэмэс. Вĕсене хурав пама Тупаймастăн вăхăт эс. Килĕшместĕп-и сана? Чăннине тÿрех кала! Кансĕрлемĕ ку мана Пурăнмашкăн малалла.
Хушса юрламалли:
Тĕнчере пике нумай, Йăнăшмасăр çеç суйлас. Сан пек вĕçкĕн, çăмăлттай Хĕрсене мĕн-ма савас? Çавăнпа та паянтан Саншăн çунмĕ ман чĕре. Сăнупа чипер пулсан, Чунупа та пул хитре.
Çĕнĕ капăр кĕпÿне Маншăнах эс тăхăнман. Тен, хула каччисене Çавăрмашкăн тăрăшан?. Пĕр-пĕрне çур сăмахран Ăнланаттăмăр тахçан. Тек ултав серепине Эп çакланмăп ĕмĕрне.
Хушса юрламалли (2 хут):
Другие названия этого текста
Евгений Кузнецов ♫ - Сăнупа чипер пулсан, Чунупа та пул хитре. (0)
Евгений Кузнецов ♫ - Тĕнчере пике нумай (сл.-Валерий Раштав, муз.-Сергей Марков) (0)
Евгений Кузнецов ♫ - Тĕнчере пике нумай (сл.-В.Раштав, муз.-С.Марков) (0)