Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Диана и вок. гр. "Аккорд" - Щумар | Текст песни

ÇУМĂР
Çĕр çине çил пурăнма килнĕ,
Юратма, савăнмашкăн килнĕ.
Пĕр ĕмĕр Турри пире панă,
Тивĕçлĕ ирттерме каланă.
Пĕр-пĕрне ăнланса туслă пурăнасчĕ,
Юрататпăр пулсан хыттăн юратасчĕ,
Çурт туса йăхсене малалла тăсасчĕ,
Пурнăçа ырлăхпа анчах çавăрасчĕ.

Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр.
Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр.
Чечек пек типеп эс çук чух çумра.
Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп,
Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм.
Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра.

Кун-çулсем пирĕн улшăнаççĕ,
Юратсан çынсем ырăланаççĕ.
Пирĕн те туслăх хуçаланĕ,
Çĕр çинче юмах пек пурнăç пуçланĕ.
Чĕрене пирĕнне юратмашкăн тунă,
Чунсене çынсене савăнмашкăн панă.
Юратса çĕр çинче юратмашкăн çăмăл,
Пĕр-пĕрин хушшинче ан пултăр çил-тăвăл.

Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр.
Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр.
Чечек пек типеп эс çук чух çумра.
Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп,
Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм.
Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра.

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-